Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Ӑсмассерен аш турамӗ лекмест.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Куславкка тӑрӑхӗнчи Нартукан йӗрки

Кшарни ҫӗн ҫол ҫӗр полать. Кшарни тума хӗрсем пӗр пӳрте похнаҫ. Онта сӑра лартаҫ, пашалу, хоплу пӗҫереҫ. Каҫ полсан ачсем пыраҫ те ӗҫкӗ поҫланать. Хӗрсем вӗсене хоплусем, пашалусем ҫитереҫ, сӑра ӗҫтереҫ. Ӗҫсе ҫисе тӑрансан гадать тума пуҫлаҫҫӗ. Хӗрсем тытса кӗреҫ чӑх, он омне кӑмрӑк, кӗмӗл окҫа, тырӑ хораҫ. Чӑххи кӗмӗл сӑхсассӑн чӑх тытса кӗрекен хӗрӗн опӑшки питӗ-питӗ пуян полать теҫ, тырӑ сӑхсан — тотӑ порнакан полать, кӑмрӑк сӑхсан пит чохӑн ҫын полать теҫ. Тӑта вӗсем, хӗрсем, пӗрер ывӑҫ олӑм илсе кӗреҫ те пурте пӑхаҫ шотласа: тырӑлли нӑмай-и, тырӑсӑрри-и? Тырӑлли нӑмай полсан — опӑшки пуян полать. Тырӑсӑрри полсан — чохӑн полать. Онтан тола тохса хапха орлӑ ҫпата утаҫ. Ҫпата хапхан кӗш айккипе ӳкет, ӑна утакан хӗр те ҫав енне каять качча. Тӑта пуҫа порӑк тӑхнаҫ те уҫса хонӑ хапха патнелле отаҫ. Хапхаран тохса кайсан ҫав ҫол качча каять теҫ, тохаймасан — каяймас. Арҫын ачасем те кӑшши пуҫ айне торасем, тотӑрсем хорса выртаҫ ҫывӑрнӑ чох. Чӑвашсен тӑта пит нӑмай он пек йӑласем, анчах халь вӑхӑт сахалтан вӗсене порне те ҫырма полтараймастӑп.

1907 ҫ, Куславкка районӗнчи Юпсарта М. Васильев ҫырса илнӗ. — ЧПГӐИ ӐА, III, 6, 414–415 с.


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2013-12-27 22:51:27 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2978 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем